«Хальхи ҫамрӑксем тӑван культурӑна тата чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ», — чунне ыраттарнӑҫи пулса калаҫаҫҫӗ хӑшӗсем. Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург кӑсӑклӑ пӗр пулӑма ҫырса кӑтартни шухӑша янӑран сире те унпа паллаштарас килчӗ:
«Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ май культурӑпа искусство институчӗ умӗнчи Петӗр Хусанкай палӑкӗ патне ҫитсе Аслӑ поэта пуҫ таяс терӗм. Палӑк патӗнчи арҫын ачасенчен ыйтатӑп:
— Камӑн палӑкӗ ку?
Ачасем мана пулӑшма васкаса хыпаланса ӳкрӗҫ, ҫырса хунине шыраҫҫӗ.
— Петр Хузангай, — терӗ пӗри.
— Кам вӑл? — питӗ ӑнӑҫлӑн (ютран килнӗ ҫын вырӑннех йышӑнчӗҫ) пӗлмӗше перетӗп ҫаплах. — Куллен тенӗ пек ҫакӑнта ҫӳресе, вуламасӑр мӗнле пӗлеймерӗр-ха камӑн палӑкӗ иккенне?
— Эпӗ пӗлнӗ!
— Тӳрех асилеймерӗм кӑна...
— Эпӗ те пӗлнӗ! — пӗр-пӗрне пӳлсе хуравлаҫҫӗ ачасем.
— Астуса юлӑр та нихҫан та ан манӑр: Петӗр Хусанкай — пысӑк поэт, — терӗм те хуллен пӑрӑнса утрӑм.
Ачасем шӑпланса хытса юлчӗҫ».
Унтан Марина Карягина ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Ҫак шӑплӑх мана питӗ килӗшрӗ: унта пӗр ытлашши хускану тусанах ҫак Ята манса каясран хӑрани, эпӗ каланӑ сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланса юлас тени пурччӗ.
Красноярск крайӗнче кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут «Чӳклеме» уява пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх культурине халалланӑ уява крайри чӑвашсем ҫулсерен урӑх хулара е ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра уявланӑ.
Уяв Чӳклемене халалланӑ юрӑпа тата вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче нацисен 20 картишне йӗркеленӗ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Арҫынсем спорт лапамӗнче кире пуканӗ йӑтассипе, ачасем кӗвенте йӑтса чупассипе тупӑшнӑ.
Вӑйӑ картине Ачинск хула мэрӗ Илай Ахметов тӑнӑ.
Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономине ертсе пыракан Геннадий Храмов та уявра халӑхпа савӑннӑ, унта тӗрлӗ мероприяти ялан йӗркелет. Геннадий Храмов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ баннерсене, стендсене, учрежденисен ячӗсене курсан ачалла хӗпӗртетпӗр. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче нумаях пулмасть уҫнӑ культура ҫуртне аякран курӑнмалла пысӑк саспаллисемпе тӑван чӗлхепе ҫырни куҫа илӗртет.
Нумай ҫул хушши клубсӑр пурӑннӑ ялти культура ҫуртне ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӗҫлеттесре янӑ. Вӑл — 150 вырӑнлӑх.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «культура вучахӗнче вулавӑш та, санузел та пур. Юнашарах — спорт площадки, ҫуллахи сцена. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кунта Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль лартнӑ. Паян вара асӑннӑ культура керменӗнче республика пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш мероприяти иртнӗ. Унта Вӑрмар районӗн пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ».
«Общежитипе» «Правительство ҫурчӗ» чӑвашла куҫать-и?» — тесе ыйтнӑ Ҫеруш Евлампьев Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсенчен. Институтӑн сӑмах кӗнекепе ятарлӑ кӑларӑмсен уйрӑмӗн ӗҫтешӗ Николай Плотников, вӑлах Чӑваш халӑх сайчӗн хуҫи, Ҫеруша ҫапла ӑнлантарнӑ:
««Правительство» сӑмаха хальхи словарьсенче ҫаплипех хӑвараҫҫӗ. Ҫавах та ку сӑмаха чӑвашла куҫарнӑ вӑхӑтсем те пулнӑ: ӑна куҫарнӑ чухне «Хыпар» хаҫатра «Пуҫалу» (1917 ҫ.), «Патшалӑха тытса тӑракансем» (1906 ҫ.) терминсемпе усӑ курнӑ.
Ытти тӗрӗк чӗлхисене арап чӗлхинчен йышӑннӑ хӳкӳмет тата унӑн варианчӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл хаким (управляющий) сӑмахран пулнӑ.
«Общежити» сӑмаха та словарьсенче ҫавӑн пекех хӑвараҫҫӗ. Ҫавах та пирӗн институт пӗлтер хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче» ҫак сӑмахӑн чӑвашла эквивалентне илсе кӑтартнӑ: «пӗрлехи ҫурт». Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫак сӑмаха куҫарса пама ыйтсан та пирӗн чӗлхеҫӗсем «пӗрлехи ҫурт» терминпа усӑ курма сӗннӗ».
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Степанов тата Финнпа угр халӑхӗсен ҫамрӑксен ассоциацийӗ Чӑваш Енре ик чӗлхелӗх пӗртанлӑхӗшӗн кӗрешни тата республикӑра чӑваш чӗлхипе усӑ курни ҫинчен вебинарне ирттереҫҫӗ.
Вебинар Шупашкар вӑхӑчӗпе каҫхи 07:30 сехетре пуҫланать. Вебинарта регистрациленмелли каҫӑ: mafun.clickmeeting.com/irekleh/register.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр», «Инфостикерсем», «Чӑваш патшалӑх паллисем — наци пуянлӑхӗ», «ХӐЮллӑ пул» акцисем пурнӑҫлать, Шурча вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса, хисеп туса юман лартать, «Эпӗ Чӑваш чӗлхипе калаҫатӑп», «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп», «КонтактраЧӑвашла» интернет-флешмобсем ирттерет.
«Ирӗклӗх» тӑрӑшнипе хулари халӑх транспортӗнче чӑвашла ытларах пӗлтерме тытӑннӑ, аэропортра рейссем пирки чӑвашла калаҫҫӗ, информаци юписем ҫинче (ҫӗнӗрен лартнисем пирки) чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ҫырнӑ, чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртес тесе Патшалӑх Канашӗ саккун проектне хатӗрлеме пуҫланӑ.
Шухӑша яма тивӗҫ ҫак тӗслӗхе Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑл Пӳлер салинче час-часах пулнӑ. Пӗррехинче ӑна унта вырӑс майри пурӑнни ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн ҫав кинеми патне ҫул тытнӑ. Кивӗрех йывӑҫ ҫуртра тирпейлӗ пурӑнакан 70-сенчи вырӑс вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Унтакшӑ ялне лекнӗ, ҫавӑнта чӑвашла та вӗреннӗ иккен.
Тӑван чӗлхене «манакан», унран вӑтанакан чӑваш этеммисем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ та Микулай унпа, вырӑс кинеми ҫынсем апла хӑтланнине ырламан: «Кун пек хӑтланни — ӑслӑ ҫынсем туни мар», — тенӗ чӑвашла...
«Савӑнтӑм унпа калаҫса, чун хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ чуна тупнипе хӗпӗртерӗ. Вырӑссем хушшинче те пур, иккен, пит сайра тӗл пулсан та, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем: ҫумри халӑх чӗлхине те пӗлеҫҫӗ, чӗлхе урлӑ кӳршӗсене лайӑхрах пӗлсе хисеплеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсем, чӑнах та, «халӑхсен туслӑхне» хут ҫинче, плакатсем — лозунгсем ҫырни пек кӑна пӗлмен — вӗсем ӑна пурнӑҫ витӗр, пурӑнса курнӑ, туйнӑ», — пӗтӗмлетнӗ чӑвашлӑхшӑн ҫунакан Микулай Павловский.
«WordPress’ӑн 20%-не тинех куҫартӑмӑр. Ҫакӑ ҫирӗм процент малалли 80% куҫармашкӑн шанчӑклӑ никӗс пулса тӑчӗ», — тесе пӗлтернӗ тӑватӑ кун каялла «VulaCV» чӑвашла вулаттаракан сайтра.
Хастарсем пӗлтернӗ тӑрӑх, WordPress’ӑн чӑвашла куҫарса тытӑннӑ чухне хальхи ансат пуплев чӗлхине; татӑклӑ терминсене — ҫӗнӗлле сӑмахсемсӗр; компромислӑ алфавита (Rf) тӗпе хунӑ.
Унтан тата ҫакна палӑртнӑ: «Анчах мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулассине, еплерех ҫӗнӗ ӗҫ тунине ун чухне лайӑхах тӗшмӗртмерӗмӗр. Ансат сӑмах ҫаврӑнӑшсемпе пӗрле хальхи, малалла пӑхакан, глобальлӗ ҫынсен ыйтӑвӗсемпе ӑнтӑлӑвӗсене чӑвашла ӑнлантарма лекет», — тенӗ унта.
Терминологине куҫарнӑ май ҫуррине вырӑсларан, пӗр пайне акӑлчанларан илсен те, чӑвашла ҫӗнӗ, анчах ӑнланмалла сӑмахсем тусан лайӑх шухӑша та тӗпе хунӑ.
Пушкӑртстанри чӑваш ялӗсенчен пӗринчи пурнӑҫпа вӑл тӑрӑхри «Proufu.ru» интернет-хаҫатра Зухра Буракаева журналист ҫырса кӑтартнӑ. Калем ӑсти республикӑри право хуралҫипе,чӑваш чӗлхине упраса хӑварасшӑн ҫунакан хастарпа, Чӑвашсен наципе культура автономийӗн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫипе Николай Игнатьевпа Кармаскалӑ районӗнчи Николаевка ялне ҫул тытнӑ.
Анлӑ материалта журналист чӑваш ялӗн чун ыратӑвне пур енлӗ ҫутатма тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ялта аслисем ҫеҫ чӑвашла калаҫни. Ҫамрӑксем тата ачасем вырӑсла пупленине асӑрханӑ вӑл. Иккӗмӗшӗнчен, ялта ӗҫ ҫукран ҫынсем урӑх ҫӗре ҫӳреҫҫӗ. Ача пахчи те ҫук. Ферма юхӑнса ларать, ҫӳп-ҫап купи пысӑкланса пырать, тислӗк хирте купаланса выртать.
Журналист пынӑ кун чӑваш ялӗнче туй пынӑ. Унта чӑвашла тумланса пынӑ туй арӑмӗсем Николаевка ялӗнче юрласа савӑнма пиллӗк хыҫҫӑн ҫеҫ юранине пӗлтернӗ.
Японири Токио университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче аспирантурӑра вӗренекен Мураками Такенори чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ чӑваш чӗлхипе культурин пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкулне ҫӳрӗ. Шкул ҫурла уйӑхӗн 6-20-мӗшӗсенче ӗҫлӗ.
Мураками чӑвашла вӗренес тесе вӗренӳпе методика литреатурине тата словарьсем туяннӑ. Аспирант пулас диссертаци валли те материал пухать.
Япони ҫынни пирӗн республикӑра епле пурӑнӗ-ха? Ӑна аслӑ шкулӑн студентсен пӗтӗм тӗнчери клубӗн пайташӗсем пулӑшӗҫ. Мураками пушӑ вӑхӑчӗпе усӑ курса Атӑл леш енне, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ паркӗ» асӑну комплексне ҫитсе килнӗ ӗнтӗ. Вӑл «Сувар» этнокультура паркӗпе паллашма та ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |